Чăваш
чĕлхи кунĕ
Ытарайми тăван чĕлхемĕр
Сана
манмастпăр ĕмĕрне
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ парнене
Ваçлей Давыдов – Анатри
Паян, ака уйăхĕн
24-мĕшĕнче, пысăк уяв – Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче,
1992-мĕш çултанпа паллă тăватпăр. Уявăн тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса
вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.
Çак кун чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Вăл
– чăваш халăхне çутта кăларакан, вĕрентекен, куçаруçă, этнограф, чăваш
алфавитне тата пĕрремĕш букваре хатĕрленĕ паллă çын. Унăн пултарулăхĕ
паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир те, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем,
амăшĕсемпе асламăшĕсем пĕрле Иван Яковлевича сума суса Чăваш чĕлхи кунне
уявларăмăр. «Янра,чăваш чĕлхи, янра!” уяв концерчĕ иртрĕ. наци тумĕсен илемĕпе
паллашма май пулчĕ. Уявра юрăсем юрларĕç, чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем каларĕç,
И.Я.Яковлев калавĕсене пăхмасăр вуларĕç, ташларĕç, вăйă вылярĕç, сценкăсем
кăтартрĕç. Концерт чуна тыткăнларĕ. Уйрăмах амăшĕсемпе асламăшĕсем
те ачасемпе пĕрле уява хутшăнни кăмăла çĕклерĕ.
#МинобразованияЧувашии
#ЗахаровМинобразования21
#мирвозможностей
#ер21