2023 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнтăмăр.

2023 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнтăмăр.

Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ.

    Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

     Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

     Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2023 çулхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç. Юхма Мишшин И.Я. Яковлева халалланă хайлавĕ тăрăх 7-9-мĕш класра вĕренекенсем тăххăррăн, вĕрентекенсем виççĕн  диктант çырма кăмăл турĕç.