И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалласа литературăпа музыка композицийĕн каҫĕ иртрĕ.

И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалласа  литературăпа музыка композицийĕн каҫĕ иртрĕ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалласа Мăн Ямаш шкулӗнче  литературăпа музыка композицийĕн каҫĕ иртрĕ. Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ертсе пычĕ.

       Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех хăнана сĕтел ҫине ҫăкăр-тăвар, апат лартмасăр кăларса яман. Ҫавăнпа та тĕрĕллĕ ал шăлли ҫине хунă ҫавра ҫăкăра тытнă хĕр ача залри ретсем хушшипе иртсе пуҫтарăннисене чăваш ҫăкăрне ас тивтерсе пăхтарать.

Чавашсен ҫак тарана упраннă паха мулĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен ҫĕр пин сăмах, ҫĕр пин юрă, ҫĕр пин тĕрĕ. Ҫапла паян эпир хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шарантартăмăр, уява чăваш гимнĕпе пуҫларăмăр.

      1-2-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуларĕç, «Чăваш ачи» юрра тулли кăмăлпа юраларĕç. 5-мĕш классем «Асамат кĕперĕ» юрра та хаваспах шăрантарчĕҫ. Мĕн тери илĕртÿллĕн янǎрать иккен тǎван чĕлхепе çырнǎ сǎвǎ-юрǎ. Куракансене уйрǎмах 4-мĕш класра вĕренекен Ильдер Артемий И.Я.Яковлевăн «Эпĕ сехет ҫĕмĕрни» калавне тата А. Кăлканăн «Йытăпа кушак» сăввине вулани кăмăла кайрĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Александров Антон Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сǎввине вулани те  пурин кăмăлне ҫĕклерĕ. Чǎваш чĕлхине хисеплеме, ǎна упрама чĕнет сăвă. Ача пахчине ҫӳрекенсем те уявра хăйсен маттурлăхне кăтартрĕҫ, юрă юрласа, сăвă каласа куракансене савăнтарчĕҫ.

      Кивуйри  тата Мăн Ямашри культура ҫурчĕ ҫумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕҫ, чăваш ташшипе сцена ҫине тухрĕҫ.

      Питĕ савǎнǎçлǎ иртрĕ уяв. Уявра  мĕн курни, мĕн илтни вĕренекенсен асĕнче нумайлǎха юлĕ.  Чĕлхемĕр пирĕн питĕ илемлĕ, çепĕç, пуян. Ахальтен мар И.Я.Яковлев çапла каланă: «Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ».

       Шкул директорĕ Данилов О.С. хăй ятĕнчен,  шкул администрацийĕн ячĕпе пурне те ырласа, саламласа тав сăмахĕ каларĕ.

Фотогалерея