«Эпир маттур ачасем» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě.

«Эпир маттур ачасем» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě.

Ачасен тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне аталантарас тӗллевпе нарăс уйǎхěн 20-мěшěнче  7-мĕш класра «Эпир маттур ачасем» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Унта тĕрлĕ ыйтусем пулчӗç: чǎваш писателӗсен псевдонимӗсене пӗлесси, пĕр-пĕр ваттисен сǎмахӗпе калав ҫырасси, пӗр-пӗр хайлавǎн йӗркисене кам çырнине палǎртасси, сǎмах тупсǎмне тупасси, литература жанрӗсене пӗлесси тата ытти те. Тупǎшу çивӗч  иртрӗ. «Улǎп», «Чăваш ачи»  ушкǎнри ачасем ыйтусене тӗрӗс те тӗплӗн хуравласа пычӗç, хǎйсен тавра курǎмне кǎтартрěç. Вǎйǎра  Александров Антон тата Егорова Валентина пултаруллǎрах пулни палǎрчӗ. 

Ăмǎрту вара «Чăваш ачи» ушкǎн çӗнтернипе вěçленчě.

      «Тǎван чĕлхене лайǎх пĕлекен ытти чĕлхесене те юратса вĕренет, хисеплет. Тǎван çĕр-шыва юратасси те тǎван чĕлхерен пуçланать», - тесе çырнǎ хǎйĕн пĕр калавĕнче чǎвашсен паллǎ писателĕ Георгий Ефимов. Тǎван чĕлхене пурин те лайǎх пĕлмелле.  Тǎван чĕлхепе усǎ курса эпир хамǎр кǎмǎл-туйǎма палǎртатпǎр, ǎс-хакǎла пуянлататпǎр, шухǎша пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр.

      Ăмăртăва хутшăннă ачасене пурне те  саламлатпăр!