«Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ.

«Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ.

Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Андреева Л.А. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ. Викторинăна 6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Пĕрре пăхсан ыйтусем йывăрах та мар пек, анчах та ачасем чылайччен шухăша кайса ларчĕç. Вăйăра чи пултарулли –Максимова Дарина пулчĕ. 2-мĕш вырăнта - Александров Антон, 3-мĕш вырăнта – Егорова Валентина  пулчĕҫ.