Февралĕн 21- мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе
куне уявлаççĕ. Чĕлхе–халăх
пуянлăхĕ. Çак уявăн тĕп
тĕллевĕ – сахал йышлă халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварасси, тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине
манас мар, пĕтме парас мар, ăна упраса хăварса малашне те тытса пырасси,
аталантарасси. Эпир те çак куна
халалласа «Манăн тăван çĕршыв», «Тăван
чĕлхе» калаçусем, чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вĕрентĕмĕр, чăвашла юмахсем вуларăмăр,
кроссвордсемпе ребуссем турăмăр. Тăван чĕлхе çинчен калакан, унăн пуянлăхĕпе паллаштаракан
кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Ачасене чăваш халăх тумĕпе те паллаштартăмăр.
Пĕтĕмĕшле илсен, тăван чĕлхе шкул ачисене
воспитании парас ĕçре пысăк витĕм кÿрет.