П. Хусанкай сăввисене вуларăмăр.

П. Хусанкай сăввисене вуларăмăр.

      Пётр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22- мӗшӗнче Тутар республикинчи Элкел районне кӗрекен Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрĕ. Мухтавлӑ поэтӑмӑр хайлавӗсене Мăн Ямаш шкулӗн 7 тата 9 класс ачисем чӑваш литература урокӗнче илемлӗ вуласа сӳтсе яврӗҫ. Петӗр Хусанкай пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен презентаци курса паллашрӗҫ, чӑваш поэзийӗнче унӑн хисеплӗ ячӗ сумлӑ вырӑн йышӑннине палăртрĕç.

      2022 çулхи кăрлачăн 20 – 28-мĕшĕсенче П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн шкулти «Хусанкай вулавĕсем – 2022» конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра 6-7-мĕш класра вĕренекенсем пуринчен те маттуртарах пулчĕç.  

Фотогалерея