Февралĕн 21- мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне уявлаççĕ. Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Çак уявăн тĕп тĕллевĕ – сахал йышлă халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварасси, тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине манас мар, пĕтме парас мар, ăна упраса хăварса малашне те тытса пырасси, аталантарасси. Эпир те çак куна халалласа «Манăн тăван çĕршыв», «Тăван чĕлхе» калаçусем, чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вĕрентĕмĕр, чăваш халăх вăййисене вылярăмăр, чăвашла юмахсем вуларăмăр. Тăван чĕлхе çинчен калакан, унăн пуянлăхĕпе паллаштаракан кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Ачасене чăваш халăх тумĕпе те паллаштартăмăр. «Чăваш хĕрарăмĕсен çуллахи çипуçĕ» ятлă курава курса та савăнчĕç вĕренекенсем. Пĕтĕмĕшле илсен, тăван чĕлхе шкул ачисене воспитании парас ĕçре пысăк витĕм курет.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Большеямашевская основная общеобразовательная школа" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих