«Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе» сăвăсемпе калавсен конкурсĕ

Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе» сăвăсемпе калавсен конкурсĕ  иртрĕ. Ачасем хăйсем çырнă ĕçĕсенче тăван чĕлхене юратнине, унпа мухтаннине тарăн сăнласа пачĕç. Çак конкурс 5-9-мěш класра вĕренекенсен хушшинче иртрĕ. Пахалăх енчен палăрнă ĕçсем те аванах пулчĕç. Калав çырассипе чи лайăх тата тарăн шухăшлă ĕç 8-мĕш класра вĕренекен Зорина Лейлăпа 5-мĕш класра вĕренекен Егорова Валентинăн пулчĕ. Сăвă çырассипе 9-мĕш класра вĕренекен Трофимов Андрея çитекенни пулмарĕ.

     «Тăван чĕлхе вăл тăван халăхăн нихçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăлкуçран тумламăн-тумламăн эпир мĕн ачаранпах вăй илсе пыратпăр»- тесе палăртнă вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче.

      Тăван чĕлхепе тĕрěс калаçни, тĕрĕс çырни –çыннăн культура шайне пĕлтерет. Çавна шута илсе ачасем тăван чĕлхене упрамаллине, ăна малашне те аталантарса пымаллине  пĕлтерчĕç.