ТĂВАН ЧĔЛХЕ ВУНĂКУНЛĂХĔ ПУÇЛАНЧĔ.

Тăван чĕлхемĕрçĕм… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах! Еплерех çепĕç те илемлĕ янăраççĕ вĕсем. «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи», - теççĕ.   Чăнах та, кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхи – амăшĕн чĕлхи – пур. Унпа вăл мăнаçланать те, мухтанать те.     

     Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхе вунăкунлăхĕ пуçланчĕ. Паян нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» темăпа калаçу урокĕсем иртрĕç. Хăйĕн тăван чĕлхине упракан,  кулленех хăй чĕлхипе вăтанмасăр калаçакан çын – пуян чун-чĕреллĕ çын пулнине палăртрĕç ачасем. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: «Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç. Кашни çыннăн хăйĕн чĕлхине юратмалла, хисеплемелле, аталантармалла».