Декада родного языка

Мӑн Ямашри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи вунӑкунлӑхӗ пуçланчӗ.

Ҫепӗҫçӗн, сулмаклӑн,

Савӑккӑн, хӑватлӑн

Янӑратӑн эсӗ, ман тӑван чӗлхем.

Тимӗре тататӑн,

Чул сӑрта вататӑн,

Сӱннӗ вучахра та эс чӗртен хӗлхем!

Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мӑн Ямашри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи вунӑкунлӑхӗ  пуҫланчӗ. Ачасем ҫак вунӑкунлӑха   тивӗҫлӗ шайра ирттересчӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вунӑкунлӑхӗнче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.

Вунӑкунлӑха эпир «Иван Яковлевич Яковлев» викторининчен пуçӑнӑпӑр. Чăваш халăх историйĕ çинчен видео пăхăпăр.

Чăваш чĕлхипе литератури вунăкунлăхĕн планĕ.

п/п

Палăртнă ĕçсем

Класс

Палăртнă кун

1.

1. Вунăкунлăх пуçăнни. Викторина «Иван Яковлевич Яковлев»

2.Чăваш халăх историйĕ çинчен видео пăхни

5-9

15.02.2021.

2.

1. Чăваш халăх йăли-йĕркипе паллашни (видео пăхни)

5-9

 

16.02.2021

3.

1. «Иван Яковлевич Яковлев» çинчен презентацисемпе паллашни

2. «Чăваш чĕлхи-ман тăван чĕлхе» темăпа çырнă сăвăсемпе калавсен конкурсĕ.

5-9

17.02.2021

 

15-20.

02.2021

4.

1. Чăваш апат-çимĕçĕ» сĕтел хатĕрлессипе иртекен конкурс (классем хушшинче)

5-9

20.02.2021

5

1. «Чăваш арчи» конкурс (классем хушшинче)

5-9

18.02.2021

6.

«Чăваш чĕлхи» тема тăрăх ребуссемпе пуç ватмăшсен конкурсĕ.

5-8

15-20.

02.2021.

7.

Иван Яковлевич Яковлев калавĕсем тăрăх тунă укерчĕксен конкурсĕ

5-8

15-20.

02.2021

8.

«Эпĕ – чаваш тумĕпе» конкурс

5-8

15-20.

02.2021.

9.

«Эпир – Улăп йăхĕнчен» литературăпа музыка монтажĕ.

 

19.02.2021

19

Кружок членĕсемпе «Асамлă калем» литература журналне  пичетлесе кăларни.

5-8

24-25.02. 2021

10.

Эрнене пĕтĕмлетни

 

25.02. 2021

 

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ   Л.А. Андреева