Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çакăн пек чухне çын хăйне лайăх та, вăйлă та туять. Апат-çимĕҫ пĕлтерĕшĕ, тĕрĕс апатлану пирки мĕн пĕлмелле-ха?
Чи малтан ачаранах тӗрӗс апатланма хӑнӑхмалла. Халӗ тӗрлӗ йышши кӗнеке, хаҫат-журнал, интернет уҫлӑхӗнче те апат пахалӑхӗ пирки тупса вулама май пур.
Мǎн Ямашри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш М.М.Безруких, А.Г.Макеева, Т.А.Филиппова хатӗрленӗ «Разговор о здоровье и о правильном питании» ӗҫ тетрачӗпе пуянланчӗ. 7-мĕш классем ҫак тетрадьпе паллашма ĕлкĕрчĕç, тетрадьпе ӗҫлесе хайсем валли кирлӗ канашсем илеçҫĕ.