Кӑрлачӑн 18-31-мӗшӗсенче районти мӗнпур вӗренӳ учрежденийӗсенче «Астӑвӑм эрни» иртет. Ӑна кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Холокостра пулса иртнӗ инкекӗн Пӗтӗм тӗнчери астӑвӑм кунне тата Хӗрлӗ Çар салтакӗсем Аушвиц (Освенцим) вилӗм лагерӗнчен ирӗке кӑларнӑранпа 76 çул çитнине халалланӑ. Çавна май шкулсенче унпа çыхӑннӑ мероприятисем пулса иртеççӗ. Унта вӗренекенсем фашизм мӗн иккенне тата унӑн синкерлӗхӗ çинчен пӗлеççӗ. Çакна видеофильмсемпе презентацисем курса ӗненеççӗ. Акӑ Мӑн Ямашри вӑтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсем те класс ертӳçи каласа панӑ тӑрӑх Холокост вӑхӑтӗнче темиçе миллион çын пурнӑçне пӗтерни çинчен пӗлчӗç. Фашистсем наци тӗлӗшӗнчен тиркесе 6 миллион еврея вӗлерни те, вӗсен шутӗнче 1, 5 миллионӗ ним айӑпсӑр ачасем пулни те, массӑллӑ майпа чикансене пӗтерни те çиччӗмӗшсене тарӑн шухӑша ячӗ. 1941-мӗш çулхи авӑн уйӑхӗнче 33 пин еврея икӗ кун хушшинче вӗлерсе пӑрахни ачасене пушшех кулянтарчӗ. Çиччӗмӗш класра вӗренекенсем Холокост чи пысӑк инкек пулнӑ тесе пӗтӗмлетрӗç.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Большеямашевская основная общеобразовательная школа" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих