Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхӗ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ.

     Таван ҫӗр-шывӑн аслӑ вӑрҫин шавӗ Чӑваш Ене ҫитмен пулсан та пирӗн халӑх историне тарӑн  йӗр хӑварма пултарнӑ. Вӑл тылра нушаланнисен юнӗпе тата куҫҫулӗпе тулнӑ.

     Унтанпа сакăр теçетке çул çитет пулин те, çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ытла та йывăр пулнă-çке шартлама сивĕ тăнă çанталăкра вăрçă хирне тухса каяйман ватă-вĕтĕне, хĕр ачасене.

     Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ. Кӗркунне фашист Мускав ҫывӑхӗнчех пулнӑ. Ҫавӑнпа та чылай регионта тӑшмана чарма хÿтӗлев чиккисем тума йышӑннӑ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе васкасах чӑваш халӑхӗ те  кÿлӗннӗ. Сӑр хӗррипе  Улатӑр тӑрӑхӗнчен пуҫласа Етӗрнене ҫитиччен тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен Тӑвай таранах хÿтӗлев чиккисем чавма пуҫӑннӑ.  Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. 3 уйӑх ытла шартлама сивве чӑтса 380 ҫухрӑм тӑршшӗ танксем каҫмалла мар варсем чавнӑ. Пӗтӗмпе 5 миллион кубла шӑн ҫӗр хускатнӑ.

     Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Чăваш Енре вĕсене чавас çĕрте вун-вун пин çын ĕçленĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Пирĕн çав паттăрлăха асра тытмаллах. Нимĕн те ан манăçтăр.