Чǎваш тĕррин кунĕ

Чǎваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри –тĕрĕ, эреш. Чăваш ăруран ăрăва тĕрĕ вăрттăнлăхне, илемне упраса пынă, кĕпе-тумтирне те тĕрĕпе илемлетнĕ, пÿрт ăшчиккине, килти савăт-сапана, кĕвĕ инструменчĕсене тĕрĕ-эрешпех капăрлатнă. Чăваш эрешĕ пире илемлĕхе туйма вĕрентет, тĕлĕнтермĕш тĕрĕ ÿкерчĕксен вăрттăнлăхне, тăван халăхăн историне тĕпчеме йыхравлать. Эпир унпа ачасене паллаштарас, ăна упраса хăварас тесе тата «Чăваш тĕррин кунĕ» акцине хутшăнса ачасемпе тĕрĕ çинчен калаçусем ирттертĕмĕр, хамǎр каланине çирĕплетес тесе презентацисемпе, тĕрлĕ видеороликсемпе усǎ куртǎмǎр, чăваш тĕррисене ÿкертĕмĕр тата тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларса эрешлерĕмĕр, ачасене халăхăн ĕлĕкхи тумтирĕпе паллаштарса чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса пама тăрăшрăмăр. Масмаксен, сурпансен, теветсен тĕррисене пǎхса тĕлĕнтĕмĕр те, килентĕмĕр те. Ачасем ĕç урокĕсенче тĕрленĕ чǎваш тĕррисен тата кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Çыравçǎсем чǎваш тĕрри çинчен çырнǎ сǎвǎсене вуласа савǎнтǎмǎр. Ку енĕпе 5-мĕш класра вĕренекенсем питех те маттур пулчĕç. Александров Антон, Егорова Валентина, Максимова Дарина вуланǎ сǎвасем пурин кǎмǎлне те кайрĕç. Вĕренекенсем паянхи кунпа кǎмǎллǎ пулчĕç.