Тěрě вăл - чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пěри. Тěрěпе авалхи чăвашсем тумтире çеç мар, пӳрт ăшчиккине те илемлетнě. Чăваш тěррин илемě такама та илěртет, тěлěнтерет. Пирěн халăх тěррине тěнчипех пěлеççě, вăл тěрлě выставкăсенче яланах паллă вырăн йышăнать. Ěлěкхи тěрěсем пире халě те хăйсен илемěпе тыткăнлаççě, савăнтараççě.
· Чăваш тěррин уйрăмлăхне ытларах пěлес, ӑна упраса хăварас, унăн илемне курма вӗрентес тěллевпе Мӑн Ямашри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта чӑваш тӗррине уроксенче тӗрлеççӗ. Ӗç урокӗсене ертсе пыракан Назарова Ольга Витальевна тěрлес ăсталăха йăхран йăха куҫарса пырас тесе çак ӗçе пурнӑçласа пырать те ӗнтӗ. Вӑл чӑваш тĕррин чылай вӑрттӑнлӑхне уҫса парать. Шкул ачисем чӑваш тĕррине хаваспах тĕрлеçҫĕ, хӑйсен ĕçĕпе кӑмӑлне ҫĕклеҫҫĕ.