Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе!
1848-2020 И.Я.Яковлев
çуралнăранпа 172 çул çитет
Вăл акă - чăваш Прометейĕ,
Пире букварь панă этем!
Кам тек халăха мĕскĕн тейĕ?
Çутатĕ ăсне чĕр хĕлхем.
Çав çутă – пĕлÿлĕх çути.
Шăтса чăшăл тухрĕ калча.
Тĕшши пулчĕ, кĕчĕ тути.
Тайма пуç Иван Яккăльча.
(А.Воробьев)
Ача-пӑча калавӗсем
И.Я. Яковлев: Чӗлхе хӑйне туса хунӑ халӑхпа кӑна вилет, çавӑнпа халӑха тӑван чӗлхене манма хушни çав халӑха вилме хушнипе пӗрех…
Ангелина Миронова, 6-мӗш класс
Тӑван чӗлхене упрар
Матвей Матвеев, 5-мӗш класс.
Ман чӑвашах пулас килет.
Ман чӑвашах пулас килет. Чӑвашрах пурӑнма лайӑх, чавашлах калаçма аван. Тӑван чӗлхене хисеплесси хамӑртан нумай килет. Манӑн чӗлхе малалла та уççӑн, хитрен янӑрасса шанас килет.
Ксюша Баранова, 5-мӗш класс
Тӑван чӗлхе пирӗн пӗрре
Хӑмӑр пурӑнакан çӗршыва эпир Тӑван çӗршыв тетпӗр. Кунта пирӗн асатте-асанне, атте-анне çуралнӑ. Унта эпир хамӑрӑн тӑван чӗлхепе калаçатпӑр. Эпир хамӑр çӗршыва аннепе танлаштаратпӑр. Вӑл пире хӑйӗн кӑкӑрӗ çинче апат-çимӗç ӳстерсе парать, тӑрӑ шывне ӗçтерет. Эпир Çӗр Аннемӗре уншӑн тав тӑватпӑр. Тӗнчере пирӗн çӗршывсӑр пуçне ытти çӗршывсем те пур. Анчах та этемӗн амӑшӗ пӗрре пулсан, Тӑван çӗршывӗ те пӗрре кӑна. Амӑшӗ калаçнӑ чӗлхи ачишӗн тӑван чӗлхе шутланать. Апла пулсан тӑван чӗлхе те пӗрре. Вӑл пирӗн – чӑваш чӗлхи. Хамӑр тӑван чӗлхерен вӑтанар мар. Унран хакли нимӗн те çук. Яланах чӑвашла калаçар.
Ильдер Севастьян, 5-мӗш класс
Тӑван чӗлхе – вӑл пирӗн пуянлӑх.
Лейла Зорина, 7-мӗш класс
Чӑвашла ан манӑр, чӑвашсем.
Лида Игнатьева, 7-мӗш класс.
Чӑваш пулнишӗн мухтанатӑп
Чӑвашра эп пурӑнатӑп,
Чӑвашла эп калаçатӑп.
Чӑваш пулнишӗн мухтанатӑп,
Чӑвашсене эп хисеплетӗп.
Чӑвашсем маттур, малта.
Вӗсем вӗçнӗ уçлӑха.
Чӑвашсен çыравçисем
Çырнӑ чӑвашсем çинчен.
Калас пулсан чӑваш çинчен
Пур çӗрте вӗсем ӗçчен.
Эп каласшӑн чӑвашла
Пултӑр вӑл ялан çапла.
Александр Димитриев
5-мӗш класс
Юрататӑп тӑван чӗлхене
Юрататӑп тӑван чӗлхене,
Ӑна парнеленӗ анне.
Аякра эп пулсан та ялтан
Манас çук-çке ӑна нихӑçан.
Юрататӑп тӑван чӗлхене,
Тӗнчипе те унран хитри çук.
Юрататӑп аттепе аннене,
Эп вӗсен чӗлхине ман
Ангелина Миронова,
6-мӗш класс
Чăваш чěлхи
Чăваш чěлхи илемлě.
Ăна пурте юратаççě.
Вěренеççě тăрăшса
Ачасем те, ваттисем те…
Шăратаççě юрăсем
Чăвашсем çинчен вěсем.
Ĕненсем мана, юлташ?
Лайăх халăх вăл чăваш.
Хисепле ăна, упра,
Илтěр вăй вăл пурнăçра.
5 класра вӗренекенсем
Ильдер Севастьян, 5 класс.
Кроссворд «Чăваш хěлхи»
|
|
|
|
1Ч |
|
|
|
|
2 |
|
|
|
ă |
|
|
|
|
|
|
3 |
|
в |
|
|
|
|
|
|
4 |
|
а |
|
|
|
|
|
|
5 |
|
ш |
|
|
|
|
|
|
|
|
6ч |
|
|
|
|
|
|
|
7 |
ě |
|
|
|
|
|
8 |
|
|
л |
|
|
|
|
|
|
9 |
|
х |
|
|
|
|
|
10 |
|
|
и |
|
|
|
|
1.Вăрман! Эс пире хÿтěлесе тус-тăван пулнă ялан. Вăрман кунта мěнле сăмах?
2.Манăн пичче çÿллě, патвар, илемлě, ăслă. Çак предложенинче мěнле пуплев пайěсем нумай?
3.Чăваш чěлхинчи хупă сасăсен пěр ушкăнě.
4.Килчě, кайрě, уçрě. Çак сăмахсем мěнле пуплев пайě пулаççě?
5.Тус сăмахăн антонимě.
6.Хитре сăмахăн синонимě.
7.Йывăç турачě çинче кăсăя ларать.Кăсăя предложенире мěнле член шутланать?
8. Хурăн, сурăх,сысна-çак сăмахсем мěнле пуплав пайě шутланаççě?
9.Чăваш чěлхинче миçе уçă сасă?
10.Çыру, çыруçă. Çак сăмахсем мěнпе уйрăлса тăраççě?
Тупсăмне тупăр
Вăл пурнать шывра ялан. Эс тытан ăна ялан,
Чĕмсĕр вăл, пĕр сас памасть. Эс уçан ăна ялан.
П вырăнне Т лартсан А умне эс Т ларт та
Ÿсĕ вăл уйра вара. Вара ху сисмесĕрех
Пулĕ санăн хăвăртах
Çирĕм тăват сехет таран.