Журналистикăна вĕренни пур çĕрте те кирлĕ

Журналистикăна вĕренни пур çĕрте те кирлĕ

Апрелĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче çамрăк корреспондентсен 3-мĕш слечĕ иртрĕ. Хальхинче республикăри кăна мар, унăн тулашĕнчи шкул ачисемпе вĕрентекенсем, сумлă хăнасемпе чăваш чĕлхине юратакансем пуçтарăнчĕç. Элĕк ен делегацийĕн те кунта пулса курма тÿр килчĕ. Йышра «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕн çамрăк тусĕсем пулчĕç. Вĕсем - Мăн Ямаш, Элĕк тата Юнтапа шкулĕн вĕренекенĕсем. Пирӗн шкултан ку уявра 8-мӗш класра пӗлӱ пухакан Алёша Александров пулчӗ.

Юнкорсен уявне ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ертÿçи Михаил Анисимов уçрĕ, çамрăк корреспондентсене калема татах та çивĕчлетме ăнăçу сунчĕ.

Слет вăхăтĕнче шкул ачисене пĕр-пĕринпе паллашса туслашма пур услови те туса панă. Чи хакли – вĕсем ăсталăх класĕсенче пулса çĕннине чылай пĕлчĕç. Акă, сăмахран, интернетра страница ертсе пырассипе кăсăкланакансем Богатырь блогертан (Александр Яшков) тата Лариса Петрова корреспондентран «Тантăш - Тетте - Самант» журналсем çинчен ыйтса пĕлме пултарчĕç. Сенкер экран хыçĕнчи вăрттăнлăхсем çинчен Чăваш наци телекуравĕн редакторĕсем Мальвина Петровăпа Мария Шоклева питех те кăсăклă каласа пачĕç. Хаçат-журналта сăвă йĕркисем те хăйсен вырăнне тупаççĕ. Вĕсемпе мĕнлерех ĕçлесси çинчен Альбина Юрату сăвăç тата Елена Светлая çыравçă паллаштарчĕç. Радиожурналистăн та ĕçĕ çăмăлах мар иккен, передачăна эфира хатĕрличчен чылай тар тăкмалла. Кун çинчен пулас журналистсем Алина Герасимова редактор ирттернĕ ăсталăх сехетĕнче пулсан пĕлчĕç.

Çак кун шкул ачисем журналист профессийĕн чăн-чăн лаççинче пулса курчĕç тейĕн. Ан тив, паянхи юнкорсем пурте хăйсен пурнăçне журналистикăпа ан çыхăнтарччăр, анчах та ЧПУн журналистика кафедрин ертÿçи Анатолий Данилов калани кунта питех те вырăнлă. «Журналистикăна вĕренни пур çĕрте те кирлĕ: çынпа калаçма пĕлни, пултарулăха аталантарни пурнăçра яланах пулăшса пырать», - терĕ вăл çамрăксене.  

Слёт пурин кӑмӑлне те кайрӗ.