«Ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ ҫӗр-шывӗнче» ӑмӑрту урокӗ иртрӗ.
Кам тӑван чӗлхене юратмасть –
Вӑл тӑван амӑшне юратмасть.
Кам тӑван амӑшне юратмасть –
Вӑл тӑван амӑшне юратмасть.
Кам тӑван халӑхне юратмасть –
Вӑл тӑван ҫӗр-шыва юратмасть.
Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Эпир мӗн пӗчӗкрен чӑвашла клаҫса ӱсетпӗр. Чӑваш чӗлхи – атте-анне чӗлхи. Тӑван чӗлхе – чи ҫепӗс те илемлӗ чӗлхе. Мӗн тери илӗртӱллӗн янӑрать вӑл. Пирӗн хамӑрӑн тӑван чӗлхепе яланах мухтанмалла, анна упрама тӑрӑшмалла. Ҫакна шута илсе Мӑн Ямашри вӑтам шкулта 7-8-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ ҫӗр-шывӗнче» ӑмӑрту урокӗ иртрӗ. «Яковлев мӑнукӗсем» тата «Яковлев хунавӗсем» ушкӑн пӗр-пӗринпе тупӑшрӗҫ. Темӗн те тумалла пулчӗ вӗсен: тупмалли юмахсене И.Я. Яковлевӑн хӑш калавӗнчен илнине те, ваттисен сӑмахӗсене те пӗлмелле, тӗрлӗ пуплев пайӗнчи сӑмахсене кирлӗ формӑра та лартмалла, вӗҫен кайӑк ячӗсене те вырӑсла куҫармалла, мини-викторина ыйтӑвӗсем ҫине те хуравламалла тата ытти те. Тупӑшу питӗ хӗрӱ пулчӗ. Никамӑн та хыҫала юлас килмерӗ. Апла пулин те «Яковлев мӑнукӗсем» маттуртарах пулни палӑрчӗ.
Ӑмӑртура вӗренекенсем тӑван чӗлхепе мӑнаҫланма, хӑпартланма, хӑйсем чӑваш пулнипе мухтанма пулчӗҫ.