«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци иртрӗ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчĕ-2019» акци вăхăтĕнче Тани Юн пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ текста çыртарчӗç. Текст авторĕ - Владислав Николаев журналист тата çыравçă. Кăçалхи диктанта Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнӗренпе 550 çул çитнине халалланă. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Чăваш наци радиовĕн редакторне Алексей Александрова (Сантăр Элтиярне) çирĕплетнĕ. 

 Пирӗн шкултан ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9 вӗренекен тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ диктант ҫырчӗҫ. Диктант тексчӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ.