Этмен пăлхавне халалласа

Мăн Ямашри вăтам шкулта  çу уйăхěн пуçламăшěнче Этмен пăлхавě пулса иртнěренпе 100 çул çитнине халалласа тěрлě мероприятисем пулса иртрěç: кашни класрах уçă уроксем пулчěç, сочиненисем çырчěç, регионсем хушшинчи «Что вы знаете об Атменевском восстании 1913 года?» олимпиадăна хутшăнчěç, презентацисем пăхрěç,  ватă çынсенчен Этмен вăрçи çинчен мěн пěлнине ыйтса пěлчěç, çырса хăварчěç, Этменпе Кивуй ялěсем хушшинчи пăлхава халалласа лартнă палăк умне кайса чечексем лартрěç,