«Этмен вăрçине» – 100 çул

    Етěрне уесěнчи Шăмат вулăсěнчи Мăн Этменти хресченсен пăлхавě пулнăранпа майăн 23-мěшěнче  100 çул çитрě. 1913  çулхи май уйăхěнче пулса иртнě çак пулăм Чăваш çěр-шывěнчи хресченсен пысăк пăлхавě шутланать. Халăх асěнче вăл «Этмен вăрçи» ятпа сыхланса юлнă. Çак асăнăва  районта анлă палăртрěç: Элěкри культура керменěнче наукăпа практика конференцийě туса ирттерчěç. Конференцине пыракансем Этмен пăлхавě çинчен калакан стендсемпе кěнекесен куравěпе, презентацисемпе паллашрěç. Нимрен ытла Элěкри халăх театрě  лартнă «Этмен вăрçи» спектакль пурин кăмăлне те кайрě. Конференцине Ефимов Лев Архипович истори наукисен докторě, профессор уçрě, вăлах ертсе пычě. Доклад тăвакансем  те чылайăн пулчěç. Вěсем хушшинче: Прокопьев (Ильдер) Валерьян Прокопьевич учитель-краевед, Ерагин Евгений Евстафьевич, ВОЛКОВ Эдикт Константинович тата ыттисем те. Ку конфаренцине пирěн шкултан  Данилова Надежда Васильевна истори вěрентекенěпе Андреева Людмила Аполлоновна чăваш чěлхипе литератури тата тăван ен культури вěрентекенě хутшăнчěç. Надежда Васильевна «Юбилейные годовщины Атменевских событий в Аликовском районе в 1963, 1973, 1983 г.г.» темăпа пуян доклад туса пачě. Вăл Ямаш, Яккушкăнь, Этмен, Кивуй ялěсенче пурăнакан ватăсенчен ыйтса пěлсе чылай çěннине пěлчě, халăха пухнă материалпа паллаштарчě. Шкул ачисем «Что вы знаете об Атменевском восстании1913 года?» олимпиадăна тата «Атменевское восстание в памяти народном» сочиненисен конкурсне хутшăнчěç. Ку конкурссене Мăн Ямаш шкулěнчен Матвеева Анна (10 класс), Андреев Андрей (10 класс) хутшăнчěç.

   Аса илěве малалла Этменпе Кивуй ялěсем хушшинчи пăлхава халалласа лартнă палăк умěнче тăсрěç.