«Ялта» спектакльте пулчĕç

Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Элĕк районӗн Мăн Ямашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта вӗрентекенсем Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллĕ Чăваш академи драма театрӗнче Ф.Павлов çырнă «Ялта» спектакле кайса курчӗç. Пултаруллă çыравçă драмăра ӗлӗкхи чăваш ялӗнче пулса иртекен ӗç-пулăма ӗнентерӳллӗ сăнласа кăтартнă. Империализм вăрçине пула Елюкпа Ванюкăн телейӗ пӗр туххăмрах чăл-пар саланса каять. Елюк, мăшăрӗ вăçăра вилнӗ тесе, улталанса Çтаппана качча тухать. Туй вăхăтӗнче Ванюк хăйӗн юратнă çыннине персе вӗлерет.

Куракансене Елюкпа Ванюкăн телейсӗр шăпи шухăша ячӗ. Спектакльре ӗлӗкхи чăваш вăййи-çуйне, юрри-такмакне илемлӗн кăтартса панине палăртмалла. Ванюк рольне вылякан В. Карпов, Елюк рольне вылякан Е. Хрисанфова артистсем калăпланă сăнарсем уйрăмах асра юлмалла пулса тухнă.

«Ялта» спектакль пурин кăмăлне те кайрӗ.