Вăрман илемĕ.

Мăн Ямашри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем çут çанталăк илемĕпе киленме питех те юратаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем  Мăн Ямаш çывăхĕнчи Çут çырма ятлă пĕчĕк вăрманта экскурсире пулнăччĕ. Ылтăн кĕркуннен асамлăхĕ тыткăнланăччĕ вĕсене. Сарă, хăмăр, кĕрен  çулçăллă кавир çинче утса киленнĕччĕ. «Ылтăн кĕркунне» темăпа сăнлав сочиненийĕ çырнăччĕ…

Хальхинче  вара Этмен Шуркасси çывăхĕнчи ращара хура кĕркуннен илемне курса савăнчĕç. Сăнама пĕлсен, курма пĕлсен хура кĕркунне те хăйĕн илемĕпе чунсене çĕклет иккен. Акă шап-шурă хурăнсен лапамĕ… Инçех мар сип-симĕс чăрăшсем хăйсем патне кăчăк туртса лараççĕ… Унтах хырсем хăйсен яштака кĕлеткисемпе тÿпенелле кармашаççĕ…

9-мĕшсем чылайччен хура кĕркуннен  ытамĕнчен веçерĕнеймерĕç. Мĕн чухлĕ илем!? Ака ăçта вăл Чăваш çĕр-шывĕн ытарайми ăмсануллă илемĕ. Таçта аякра мар, çывăхрах, хамăр патăмрах.

Ачасем килĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Çитес çул çакăнта татах çуллахи илемпе киленме пулчĕç.