Юрăçсемпе тĕл пулчĕç

Чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мăн Ямашри вăтам шкулта Виталий Ивановпа Ирина Шинжаева тата Людмила Семĕнова чăваш халăх артистки хăнара пулчĕç. Вĕсем чĕререн шăранса тухакан илемлĕ юрăсемпе шкул ачисене тата ял халăхне савăнтарчĕç.Людмила Семенова хăй сцена çинче юрланă пĕрремĕш юрри мĕнле юрă пулнине ыйтса пĕлчĕ. Мăн Ямашра пурăнакан Лариса Павлова ыйту çине тĕрĕс хуравласа артисткăран парне илме тивĕç пулчĕ. Людмила Семĕновăпа Лариса Павлова  пĕрле «Ĕмĕр сакки сарлака» юрра шăрантарчĕç. Виталий Иванов юрланă юрăсем те кăмăла кайрĕç.