Çăл куç патĕнче.

Чÿкĕн 6-мĕшĕче Мăн Ямашри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем  çут çанталăкăн илемне сăнама пĕлес тата унăн пурлăхне упраса пурăнас тĕлĕшпе  Этмен Шуркасси ялĕ çумĕнчи Хура çăл патĕнче пулчĕс. Çула май ял çывăхĕнчи çăл куçсем патне те çитсе курчĕç. Унти техĕмлĕ шыва ĕçсе тутанчĕç.  Çăл тăватă çăл куçран тапса тăрать. Ваттисем каланă тăрăх ĕлĕкрех унта 5 çăл куç пулнă, пĕри типсе ларнă. Тăватă çăл куç шывĕ пĕр пăрăха (труба) юхса кĕрет. Пăрăхри шыв - йывăçран тунă пысăк валашкана. Унтан юхса тухса инçех мар вырнаçнă пысăк пĕвене çул хывать. Пĕвери шыв ял çыннисене кăна мар, хур-кăвакалне те илĕртет.  Хура çăла ялти çынсем  çурт айне туса лартнă. Унта çывăхрисем шыв ăсма çÿреççĕ, унăн сипетлĕ шывне ĕçсе ыр кураççĕ. 

Шкул ачисем çăл куссен тĕлĕнмелле вăй-хаватне курса тĕлĕнчĕç. Ытармалла мар вырăн. Куç тулли илем. Çав илемпе чылайччен киленчĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕс. Ялти ватă çынсенчен Хура çăлăн историĕ пирки ыйтса пĕлчĕç. Ирĕксĕрех «Нарспи» поэмăри йĕркесем аса килчĕç: Шăнкартатса шыв юхать                                                                                      Çÿллĕ валак пуçĕнче…