Хаçат корреспонденчĕпе тĕл пулчĕç.

«Пурнăç çулĕпе» хаçат – Элĕк район çыннисен юратна хаçачĕ. Ăна Мăн Ямашри вăтам шкулта веренекенсем те юратсах вулаççĕ. «Пурнăç çулĕпе» хаçат районта пурăнакансен пурнăçне, вĕсен ĕçне-хĕлне, шкул ачисен вĕренĕвне çутатаканскерне кашниех кăсăкланса вулать.

Иртнĕ кунсенче Элĕкри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн центрĕ хăй çумне сирĕплетнĕ Мăн Ямашри ватам шкулти «Çивĕч калем» кружок членĕсемпе «Пурнăç çулĕпе» хаçат корреспонденчĕ Эльвира Кузьмина тĕл пулчĕ. Вăл район хаçачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. «Пурнăç çулĕпе» ххаçатпа тачă çыхăнура пулма сĕнчĕ. Кружок членĕсем хăйсем çырнă заметкисене, сăвви-калавĕсене ярса пама пулчĕç.