«Ашмарин вулавӗсем – 8»

Чǎваш патшалǎх университетӗнче «Наци филологийӗпе культура ыйтǎвӗсем» -  «Ашмарин вулавӗсем» ǎслǎлǎхпа практика пӗтӗм тӗнчери конференцийӗ пулса иртрӗ. Юпа уйǎхӗн 19-мӗшӗнче ǎслǎлǎх форумӗ 8-мӗш хут пуçтарǎнчӗ. Ǎслǎлǎх уявне Тутарстанран, Марирен, Удмуртирен, Казахстанран ǎсчахсем килсе çитрӗç Унта пирӗн шкултан чǎваш чӗлхипе литературине тата тǎван ен культурине вӗрентекенӗ Андреева Людмила Аполлоновна, 10-мӗш класра вӗренекен Андреев Андрей хутшǎнчӗç. 

Конференцине Иван Иванов доцент Ҫеçпӗл Мишшин «Катаран каç килсен» сǎввипе пуçларӗ . Пленар ларǎвӗ хыççǎн конференцин ǎслǎлǎх ӗçӗ  уйрǎм секцисенче тытǎнчӗ. Л.А. Андреева методика ыйтǎвӗпе тухса калаçрӗ. Испанире çуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурǎнакан каталон каччи Эктор Алос-и-Фонт вара чǎваш чӗлхишӗн тем тума та хатӗрри, хǎйӗн ывǎлне те чǎваш чӗлхи вӗрентме пулни  чылайǎшне тǎван чӗлхе пирки шухǎша ячӗ. «Хǎш халǎх хушшинче пурǎнатǎн – çавǎн чӗлхине пӗмелле»,-тесе шутлать вǎл.

Ǎслǎлǎх форумӗн уяв пайӗнче республикǎн тӗрлӗ районӗнчен килнӗ шкул ачисем, студентсем хǎйсен савǎк кǎмǎлне, пултарулǎхне кǎтартрӗç. Пирӗн шкулти А. Андреев унта «Яккушкǎнь ялӗн топонимийӗ» темǎпа доклад турӗ.