Эх, çăварни, çăварни!

   Сурхурипе Мăнкун хушшинче, нарăс уйăхěнче, Çăварни уявне пěр эрне тăршшěпех паллă тăваççě. Çăварни уявěнче çамрăксем сивě хěле хăвăртрах хăваласа, ирттерсе ярас, ăшă çуркуннене кěтсе илес тесе лаша çуни çине ларса хěвеле май ярăнса çуренě. Паллах, вăйçăсем те юнашарах пулнă. Вěсем тěрлě музыка хатěрě каласа çамрăксене Çăварни юрри  юрлаттарнă, савăнтарнă. Ача-пăча сăрт-ту çинчен çунашкапа ярăннă.

   Кăçал нарăсăн 19-мěшěнчен пуçласа 26-мěш кунěччен çăварни эрни тăсăлчě. Çак уява савăнăçлă ирттерес тесе Мăн Ямаш тăрăхěнче пурăнакансем чылай тăрăшрěç. Нарăсăн 19-мěшěнче Мăн Ямашри вăтам шкул директорě Олег Станиславович Данилов пуçарулăх кăтартнипе Çăварни эрни пуçланнине уявларěç, тěрлě спорт ăмăртăвěсем пулса иртрěç.. Аслă Çăварние те шкул ертуçи пуçарнипех малалла тăсрěç. Уява шкул ачисем, ашшě-амăшěсем, ял çамрăкěсем пухăнчěç Малтанах сăвăсем каласа, Çăварни юррисем юрласа Хěле ăсатрěç. Мěн чухлě илемлě юрă шăранмарě-ши Çăварни çинчен?  Паллах, юрă-ташăсăр  ку уява ирттереймěн.  Кашни класс ачисем  Çăварни юрри юрларěç, пěр-пěринпе ăмăртрěç. 4-мěш, 5-мěш, 9-10-мěш класра вěренекенсем юрланă юрăсем ытла та çепěç те янăравлă. Аслăраххисем хушшинче Нина Ильинана çитекенě пулмарě. Савельева Ленăпа  Леонтьева Людмила юрланă юрă та пурин кăмăлне те кайрě. Шкул коллективě те пухăннисене хăйěн пултарулăхěпе савăнтарчě. Вěсен юрри-кěвви пурне те килěшрě.Унтан капăрлатнă çунапа Çăварни хăй килсе çитрě. Вăл уяв ячěпе саламларě, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçупа телей, тулли савăнăç сунчě. Уяв малалла тăсăлчě.        Çăварни тăвайккинчен çунашкапа ярăнмасăр мěнле ирттěр-ха? Пěчěкреххисем хаваспах тăвайккине çунашка сěтěрсе

чупрěç. Çырма тěпне васкакан яка çуна ларма пěлмен ачисене  шуçтарса ÿкере-ÿкере хăварчě. Эх, кайрě вара ача-пăча сасси  çырма тăрăх…     

   Йěлтěрпе чупасси те  ачасене килěшет. Ăмăртура финиша пěрремěш 9-мěш класра вěренекен Дима Павлов çитрě. Хěрачасенчен 8-мěш класра веренекен  Мариета Павлова чи малти ретре пулчě.                                                                                    

Ялсем хушшинче мини футбол вылясси ытла та хěрÿ пычě. Кашниех ăмăртура мала тухасшăн тапаçланчě, анчах та шкул ачисене çитекенě пулмарě. Вěсем пěрремěш вырăна çěнсе илчěç. Иккěмěш вырăна шкулта ěçлекенсем тухма пултарчěç, виççěмěшне – Ямаш ялěнче пурăнакансенчен йěркеленě команда.

   «Петушиные бои» вăйă та хăйне май интереслě иртрě. Ку вăйă шкул ачисем хушшинче пулчě. Арçын ачасенчен 8-мěш класри Илдер Ваньăпа 3-мěш класри Кулагин Коля çěнтерÿçěсем пулса тăчěç. Хěрачасенчен 9-мěш класри Александрова Аленăпа 3-мěш класри Волкова Карина.

   Çемьери мăшăрсем хушшинче «Гонка на санках» ятлă ăмăрту иртрě. Чылай çемье хутшăнчě ку ăмăртăва. Даниловсен çемйи пуринчен те маттуртарах пулчě. Назаровсем те вěсенчен юлас темерěç. Павловсен çемйи те пултаруллă пулнипе палăрчě.

   Капăрлатса кўлнĕ лашасен ăмăртăвне курса тăма та кăмăллă пулчĕ. Пěрремěш вырăна Ямаш ялěнчи Анатолий Лаврентьев, 2-мěш вырăна Шуркасси ялěнчи Евгений Данилов, 3-мěш вырăна Кивуй ялěнчи А. Яковлев  йышăнчěç.

   Акă Çăварни Карчăккин кěлеткине çунтарма та вăхăт. Пурте пухăнчěç кěлетке тавра. Улăмран ăсталанă  Çăварни Карчăкки часах кěл пулчě. «Пěтěм усал-тěсел, чир-чěр, хаяр хěл хыçа юлтăр»,- терěç уява пухăннисем.

   Хыççăн пурте шкул столовăйне кěрсе вěри чейпе çавра çуллă икерчě çирěç.

Тěрлě конкурс, тěрлě вăйă… Мěн чухлě вăй-хăват, çěкленÿллě кăмăл-туйăм  парнелерěç вěсем. Лашапа катаччи чупни пушшех те хавхалантарчě ачасене, çулталăклăх çунат хушрě.  Йышпа Çăварни икерчи çини те чылайлăха асра юлě.

    Çакăн пек уявсем  ашшě-амăшěсемпе ачисем тата вěрентекенсемпе администраци хушшинчи çыханăва çирěплетет.