Жюри членĕсем пысăка хурса хакларĕç.

6 урок хыççăн  шкулăн актă залĕнче 1-10-мĕш классем хушшинче «Фабрика звезд»  фестиваль пулса иртрĕ. Унта 8-мĕш классем те кăмăлпах хутшăнчĕç, пĕри те аякра пăрăнса юлмарĕ. Жюри членĕсем 5 номертен 2 номерне  суйласа илчĕç. Арçын ачасем кăтартнă «Ăса вĕрентекен семечки» шўтлĕ сценка пурне те кăмăла кайрĕ. Ильдер И., Евдокимов С., Баранов Е., хăйсен ролĕсене чуна парса вылярĕç. Цветков Э., Зорин И., Михайлов А., калăпланă «Швейцарские часы» сценка та аван пулса тухрĕ. Семенова Аньăпа Павлова Мариета ташланă ташăна та жюри членĕсем пысăка хурса хакларĕç.