«Фабрика звезд» фестиваль

8-мĕш класра вĕренекенсем уроксем хыççăн киле кайма васкамаççĕ. Вĕсем «Фабрика звезд» фестивале хаваспах хатĕрленеççĕ: пĕрисем ташă ташласа парасшăн, теприсем кулăшла сценка лартасшăн, виççĕмĕшĕсем   илемлĕ юрă  юрласшăн. Хĕрў репетици темиçе куна тăсалать ĕнтĕ. Пĕри те репетицинчен аякра юласшăн мар. 8-мĕшсен тĕллевĕ -  фестивальте малти вырăна çĕнсе илесси.