Петер Хусанкайăн 105 çул çитнине паллă турĕç

Паян, кăрлачăн 23-мĕшĕнче, 7-мĕш класра вĕренекенсем, Петер Хусанкайăн, «Таня» поэмине вĕренсе пĕтернĕ май, чăваш халăхĕн чаплă сăвăçи çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă турĕç.

Ку класри Яковлев Иванпа Мокин Владимир  П. Хусанкайăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад туса пачĕç.  Класра сăвăç çырнă кĕнекесен выставкине йĕркелерĕç, Хусанкай произведенийĕсем тăрăх килтен туса килнĕ картинăсен выставки те пулчĕ. Ачасем кроссвордсемпе пуç ватмăшсем  те тума ўркенмерĕç, тестсемпе викторина ыйтăвĕсем хатĕрлерĕç, сочинени çырчĕç, пăхмасăр сăвăсем вуларĕç.